назв. киремети. (Название, как говорят, произошло от слова «пулă»! Там прежде было озеро, это озеро переместилось и там осталось масса рыбы). Яргуньк. Полуй килемечĕ. Пирĕн патра Полуй ятлă çĕр пур. Полуй ак мĕнтен пулнă: ĕлĕк унтан инçе мар кӳлĕ пулнă. Çав кӳлĕ куçнă чухне пулăсем тăкăнса юлнă та, вара Полуй тенĕ ун вырăнне, вара унта Полуй килемеч тенĕ. Ĕлĕк çав Полуйне пахча çавăрнă, тит. Унта пӳрт лартнă, тит, унта сăра тунă, тит те, сăрине пылласа лартнă, тит, тата така пусса чуклесе, такине унтах панă, тит. Иртсе каякансем вăл сăрана ĕçнĕ, тит, сăра вырăнне укçа хурса хăварнă, тит. Вăл укçана сăра хуçисем, хурса хăварнă укçине, килемете парăпăр тесе, авăтса хунă, тит, халь те пулин унта çав вăхăтри укçасем тухаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
полудикий полузабытый полузащитник Полуй « Полуй килемеч » полуколониальный полуколонии полукруг полуночный полуостров